И.Яковлев произведенийĕсене илемлĕ вулассипе конкурс иртрĕ

И.Я.Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан,  чăваш çырулăхне йĕркелесе яракан çын. И. Яковлев чăваш халăхне вĕрентес тесе нумай ĕçленĕ. Вăл çуралнăранпа 170 çул иртрĕ ĕнтĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлне манмасть. Унăн хайлавĕсене ачасем юратса вулаççĕ.

 Ака уйăхĕн 27 – мĕшĕнче Чуманкасси вăтам шкулĕнче И.Яковлев произведенийĕсене илемлĕ вулассипе конкурс иртрĕ. Унта пуçламăш класс ачисем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсем «Автан», «Эпĕ сехет çĕмĕрни», «Кулачă», «Сармантей», «Тилĕпе тăрна», «Шăши çури уçăлса çÿрени», «Лаша шырани» тата ытти хайлавсене питĕ илемлĕн каласа пачĕç.  

 Залра курса ларакансем питĕ кăмăллă юлчĕç.