«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018» акцие хутшăнтăмăр

Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци иртрĕ.   Акцин  тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Вăл кăçал улттăмĕш хут иртрĕ. Унта чăвашла пĕлекен кашни çыннăн хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май пулчĕ. 

Чуманкасси шкулĕнче  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие пурĕ 40-ĕн хутшăнма кăмăл турĕç: 7-11-мĕш классенче вĕренекен 38 шкул ачи, 2 вĕрентекен. Вĕсем радиопа вулакан текста итлесе диктант çырчĕç, хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.