Районти чи хÿхĕм пике Чуманкасси шкулĕнче вĕренет

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркашри канупа культура центрĕнче черетлĕ «Муркаш пики - 2017» ăмăрту иртрĕ.

Ăмăртура пурĕ  12  пике тупăшрĕ.  Муркаш салине  вĕсем районăн тĕрлĕ вырăнĕнчен пухăнчĕç. Пикесем хăйсене чи çепĕççи, чи хастарри, чи сăпайли ята илессипе ăмăртрĕç. Чуманкасси шкулĕнчен ку конкурсра хутшăнма Анастасия Кадыкова тивĕç пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕ ятне илес тесен хĕрсен 5 конкурс витĕр тухма тиврĕ: чи малтанах пикесем хăйсем пирки каласа пачĕç, кайран ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Апат-çимĕç хатĕрлессипе те, чăваш тумне тăхăнса хитрелĕхе кăтартассипе те пултаруллă пулма тиврĕ вĕсен.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чуманкасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анастасия Кадыкова "Хÿхĕм пике" номинацире çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ăна эпир çак ятпа саламлатпăр, çакăн пек илемлĕ те ăслă пике пирĕн шкулта вĕреннишĕн савăнатпăр, ăна малалла та ăнăçусем сунатпăр.