Сăвă конкурсĕ иртрĕ

Юрататпăр эпир,  чăвашсем, хамăрăн тăван чĕлхене, унăн сăвви-юррине.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чуманкасси вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче сăвă конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра ытларах Тăван çĕршыв, çут çанталăк, анне çинчен чăвашла сăвăсем янăрарĕç. Ачасем К.Иванов, В.Давыдов-Анатри, А. Савельев-Сас, П.Хусанкай, Р.Сарпи тата ытти чăваш çыравçисен сăввисене вуларĕç. Конкурса 1-8 классенчи ачасем хутшăнчĕç. Пуçламăш классем йышлăрах пулчĕç.

Конкурс ăнăçлă иртрĕ. Нумайăшĕ çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ.