Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Вăл кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Унта чăвашла пĕлекен кашни çыннăн хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май пулчĕ. Кăçал диктант çырма Г.Волковăн "Ăслă ача" калавĕ тăрăх хатĕрленĕ текст вуларĕç.
Пирĕн шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцине пурĕ 35-ăн хутшăнма кăмăл турĕç: 7-10-мĕш классенче вĕренекен 33 шкул ачи, 2 вĕрентекен. Вĕсем радиопа вулакан текста итлесе диктант çырчĕç, хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.