Паян Чуманкассинчи вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем чăвашсен паллă тĕпчевçи, куçаруçи çинчен калаçрĕç. Тимуха Хветĕрĕ ( Федор Тимофеевич Тимофеев) 1887 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă.Вăл Муркаш районĕнчи Якаткасси ялĕнче пурăннă. Малтан вăл Турайра вĕреннĕ. Кайран Чĕмпĕрти шкула вĕренме кĕнĕ. Тимухха Хветĕрĕ И.Я.Яковлева питĕ килĕшнĕ. Вăл чăваш чĕлхин орфографине, чĕлхе ăслăлăхĕн терминĕсене йĕркелекенĕсенчен пĕри. 1-4, 5-7-мĕш классенче веренмелли чăваш чĕлхи учебникĕсен авторĕ. Чăваш чĕлхин фонетикине, морфологийĕпе синтаксисне тĕпченĕ. Куçару ĕçĕпе те нумай ĕçленĕ. Вăл 1941 çулта вилнĕ. Тимухха Хĕветĕрĕ пурăннă пÿртре халь унăн тăванĕ, Лебедева Роза, пурăнать. Пирĕн класра унăн тăванĕ, Тимофеева Дария, вĕренет. Вăл хăйĕн тăванĕпе мухтанать.