Тăван чĕлхе - таса çăл куçĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кунпа килĕшÿллĕн Чуманкасси шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти пулса иртрĕ. Чи малтанах чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев çинчен класс сехечĕсем  иртрĕç.  Каярахпа линейка иртрĕ. Кунта малтанах чăваш республикин гимнĕ янăрарĕ. Шкул директорĕ Ф.А.Рылин пурне те паянхи уяв ячĕпе саламларĕ. Вун виçĕ сехетре вĕрентекенсемпе вĕренекенсем  пурте пĕрле «Çăкăр хакĕ» ятлă пĕтĕм чăваш диктантне çырма тытăнчĕç.  Шкул ачисемпе вĕрентекенсем паян хăйсене чăвашла мĕн таран тĕрĕс çырма пултарнине тĕреслерĕç.