Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уява ирттерме Чуманкасси шкулĕнче пĕтĕм ача хатĕрленечĕ. Ирхине ирех ачасемпе учительсене илемлĕ чăваш юрри кĕтсе илчĕ. Чăваш тумне тăхăннă савăнăçлă ачасем пурне те тăван республикăпа Чăваш ен çинчен çырнă буклетсем парса саламларĕç.
Паян шкулта уçă уроксен кунĕ пулчĕ. Ефимова Альбина Николаевна чăваш халăхĕн паллă çыннисем пирки каласа кăтартрĕ. Валентина Николаевна Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕпе çыхăннă урок-конференцинче ачасен пултарулăхне тĕпчерĕ. Марина Васильевна чăваш чĕлхи учителĕ музыка композицийĕпе хатĕрленĕ: " Ваттисен сăмахĕсем пирĕн асăмра" ятлă урок пачĕ. Уроксем вĕçленсен курав залĕнче пысăк уяв пулса иртрĕ. Чăваш чĕлхине мухтаса илемлĕ юрăсем, сăвăсем, сценкăсем курса савăнчĕç ачасем. Илемлĕ чăваш ташши чуна савăнтарчĕ. Залри ачасем алă çупса, шкулти артистсемпе юрăсем юрласа савăнчĕç.
Çав вăхăтрах шкул фойинче ачасен технологи урокĕнче хатĕрленĕ чăваш тĕрри вытсавки иртрĕ. Унта 8 класс хĕрĕсен ĕçĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Савăнăçлă та интереслĕ иртрĕ чăваш чĕлхи кунĕ Чуманкасси шкулĕнче.