Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркашри канупа культура центрĕнче черетлĕ «Муркаш пики - 2013» ăмăрту иртрĕ.
Ăмăртура пурĕ 7 пике тупăшрĕ. Муркаш салине вĕсем районăн тĕрлĕ вырăнĕнчен пухăнчĕç — Чуманкасси, Калайкасси, Турай, Муркаш тата ытти тăрăхри пикесем хăйсене чи çепĕççи, чи хастарри, чи сăпайли ята илессипе ăмăртрĕç. Чуманкасси шкулĕнчен ку конкурсра хутшăнма Марина Цветкова тивĕç пулчĕ.
Çĕнтерÿçĕ ятне илес тесен хĕрсен 5 конкурс витĕр тухма тиврĕ: чи малтанах пикесем хăйсем пирки каласа пачĕç, кайран ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Апат-çимĕç хатĕрлессипе те, чăваш тумне тăхăнса хитрелĕхе кăтартассипе те пултаруллă пулма тиврĕ вĕсен.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чуманкасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Марина Цветкова "Хÿхĕм пике" номинацире çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ăна эпир çак ятпа саламлатпăр, çакăн пек илемлĕ те сăпайлă пике пирĕн шкулта вĕреннишĕн савăнатпăр, ăна малалла та ăнăçусем сунатпăр.