Чăваш чĕлхи эрнинче "Çăлтăрлă сехет" вăйă иртрĕ

Паян Чуманкасси шкулĕнчи  5 - мĕш классемпе "Çăлтăрлă сехет" вăйă ирттерчĕç.  Ачасем 2 ушкăна пайланчĕç - "Асамат кĕперĕ" тата "Чăваш ачисем".

Пĕрремĕш конкурс - ачасен чĕлхи пуянлăхне аталантарасси - синонимсем тупасси пулчĕ.  Кунта команда капитанĕсем - Григорьев Максимпа Герасимова Катерина пĕрешкел пĕлÿ шайне кăтартрĕç.

Иккĕмĕш конкурс - Яковлев калавĕсенчи сăнарсене пĕлесси.

Виççĕмĕш конкурс -  тупмалли юмахсен тупсăмĕсене кам нумайрах пĕлет.

Тăваттăмĕш конкурс - ытарлă ыйтусем çине хуравласси.

Пиллĕкмĕш конкурс - "Хураçка" сăмахран кам нумайрах сăмах тупать.

Кашни тĕрĕс хуравшăн ачасем çăлтăрсем илчĕç.

Асамлă арча та пулчĕ. Унта - пылак çимĕç пулчĕ.

Нумай çăлтăр пухса "Асамат кĕперĕ" команда çĕнтерчĕ. Ачасем конкурспа питĕ савăнăçлă юлчĕç. Вĕсене питĕ килĕшрĕ.