Март уйăхĕнче пурте кĕтекен мероприяти вăл - «Чăваш пики» конкурс. Сăлтавĕ те çук мар ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи çул Чуманкасси шкул хĕрĕ Лариса Цветкова республика шайĕнче иртнĕ "Чăваш пики" конкурсра "Вице-пике" номинацире çĕнтерни пурне те савăнтарать, çĕнĕ çĕнтерÿ тума хавхалантарать.
Уява уçасси сцена çине конкурса ертсе пыракан Александр Смирнов тухнипе пуçланчĕ. Пултаруллă каччă пухăннă ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, пухăннă хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ, конкурсантсене ăнăçу сунчĕ. Курма пынисем 5 конкурсанта тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Пултарулăх конкурсĕнче тупăшакансем хăйсемпе паллаштарчĕç, сăвă е юптару каласа, юрă юрласа, ташласа ăмăртрĕç. Унсăр пуçне «Чăваш апат-çимĕçĕ», « Чăваш тумĕ», «Эпир - чăваш çамрăкĕсем», «Тĕрĕс хуравла» конкурссем витĕр тухрĕç.
Пур конкурсант та мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ, килти ĕçе аван пурнăçланă (чăваш апачĕ хатĕрлесси, ыйтусем çине хурав парасси). Уяв тăршшĕпех чăваш юрри-ташши янăрарĕ, çав самантра кашниех хăй чăваш пулнишĕн мăнаçланчĕ пуль тетпĕр.
Чи илемлине, чи хÿхĕммине, чи маттурине тупма жюри членĕсене питех те йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен конкурса чи-чи пуларуллисем хутшăннă. Çапах та жюри номинацисене çапла пайларĕ:
«Чăваш пики» - Емельянова Алена
«Чи пултаруллă пике» - Алексеева Анастасия.
«Чи ĕçчен пике - Колосьева Ольга.
«Чи кăмăллă пике» - Смородинова Татьяна.
«Чи сăпайлă пике» - Захарова Ангелина.
Курма килекенсем çак мероприятипе кăмăллă юлчĕç. Килес çул та «Чăваш пики» конкурса ирттерме палăртрĕç.