Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă.
„Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет”, - тенĕ авалах пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем. Кунпа çирĕппĕнех килĕшме пулать. Çавăнпа та тăван чĕлхе аталанса çирĕплентĕр тесен çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкренех атте-анне чĕлхине юратма тата хисеплеме хăнăхтарса пымалла.
Чуманкассинчи вăтам шкул ачисем чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшнине аванах пĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ нарăс уйăхĕн 21 -мĕшĕнче иртнĕ „Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ” çавра сĕтел иртрĕ. Кунта хутшăннă 7-11 класс ачисем чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине харăссăнах çирĕплетрĕç.
Интереслĕ иртрĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçу. Чăваш сăвви-юрри, илемлĕ ташши кăмала çĕклесех тăчĕ, тăван чăваш чĕлхи нихăçан та пĕтмессе шантарчĕ.