Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ

Паян, нарăсăн 2-мĕшĕнче, Чуманкасси шкулĕнче  «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ. Кăçал ку вăййа шкулта 85 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕренекенсене  чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕннĕ. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан вĕренекен тивĕçлĕ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлĕ пулĕç. Шанас килет, çĕнтерÿçĕсем хушшинче Чуманкасси шкул ачисен ячĕсем те пулĕç.